5526 | Эпӗ! Эпӗ! теекен эрӗм айне юлать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5527 | Эпир ӳксе вилсен мӗн юлать? Ҫак калаҫнӑ чӗлхе, ҫав юлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5528 | Этем калаҫса паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5529 | Этем пӗр сӑмахпа сивӗнет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5530 | Юмах ӑсти пултарать, юплӗ ҫулпа чуптарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5531 | Юмах кассинче юман та юрлать, каврӑҫ та кӑлаҫать, | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5532 | Юмах ҫуллӑ, халап пыллӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5533 | Юмах тени юплӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5534 | Юмах хыҫҫӑн юпах тиха ҫинче те ӗлкӗрсе пыраймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5535 | Юмах юман тӑрринче, хам ҫӑка тӑрринче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5536 | Юмах юпле, хӳри куккӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5537 | Юмах юптартӑм, юсман хыптартӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5538 | Юмах ярать юптарать, юплӗ сӑмах хыптарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5539 | Юмах ярӑп — юптарӑп, итлекене илӗртӗп. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5540 | Юмах ярса юп кураймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5541 | Юмах ятӑм юптартӑм, йӑнӑш ҫулпа чуптартӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5542 | Юмахла пӗлмен чӗлхе-ҫӑвар пите хӗретет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5543 | Ялан ҫӳресен чӗлхе уҫӑлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |